Çĕмĕрле округĕнчи Турханта паян урамри спорт лаптăкне хута ячӗҫ

11 Çу, 2023

Çĕнĕ спорт объектне уçма çак яла Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров тата ытти сумлӑ хӑнасем çитрӗҫ. Вĕсене Çĕмӗрле муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Лев Рафинов, Турханти Олимп чемпионĕ Валерий Ярды ячĕпе хисепленсе тăракан спорт шкулĕн директорĕ Алина Васильева кĕтсе илчӗҫ.

«Спорт лаптăкне тăвас ĕç пĕлтĕр çӗртме уйăхĕнче пуçланнă», – каласа пачĕ Алина Васильева. Кун валли бюджетран 31 миллион та 645 пин тенкĕ куçарса панă. Ĕçе Элĕкри ПМК строительство компанийĕ пурнăçланă. Халĕ Турханти спорт шкулĕ çумĕнче футболла вылямалли уй, тавралла чупмалли сукмаксем пур, вĕсене резина кавир сарнă. Юнашарах спорт тренажерĕсем, волейболла тата баскетболла вылямалли лаптăксем тунă.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Комментари хушас