Çĕннине пуçăнмашкăн киввине вĕçлемелле

3 Чÿк, 2022

Шупашкарти Хмельницкий урамĕнчи нумай хваттерлĕ çурта пурӑнакан Надежда Фиалкова ЧР Пуҫлӑхӗ патӗнче йышӑнура пулчӗ.​ Вӑл пĕлтернĕ тăрăх, çурт тăрринчен шыв анать, тĕревсем çинче тытăнса тăрать: «Пире хăçан унтан куçарĕç?»

Вăрах кĕтмелле мар иккен. Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, асăннă çурта републикăн 2019-2023 çулсенче граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна кĕртнĕ. Унпа килĕшӳллĕн çынсене куçарассине 2024 çул пуçланиччен вĕçлемелле. Анчах республика ĕçсене васкатать, программăна маларах вĕçлĕ — «Богданкăри» çуртра пурăнакансене 2023 çулхи пуш уйăхĕнчен кая юлмасăр çĕнĕ çурта куçарĕç.

Çĕнĕ хваттерсем тĕп хулари Ашмарин урамĕнче пулĕç. Строительство ĕçĕсене Ипотека корпорацийĕ пурнăçлать. Олег Алексеевич çакăн çинчен кивĕ çуртра пурăнакан кашни çемьене çывăх вăхăтрах пĕлтерессине çирĕплетрĕ — пăшăрханма кирлĕ мар. Çийĕнчен çынсене çĕнĕ çурта илсе кайса кăтартассине йĕркелеме те шантарчĕ — строительство ĕçĕсене курса хаклама пултарĕç.

Олег Николаев граждансене кивĕ çуртсенчен куçармалли программăна маларах вĕçлеме ăнтăлнин сăлтавне те уçăмлатрĕ. Раççей Президенчĕ çĕнĕ программăна çирĕплетнĕ — вăл 2021 çулччен авари пулма пултараканнисен шутне кĕртнĕ çуртсенче пурăнакансене куçарассине палăртать. Анчах кивĕ программăна вĕçлемесĕр çĕннине пуçăнма май çук. Çавăнпа халь çине тăрса ĕçлемелле.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас