Чăваш Енре Педагогпа наставник çулталăкĕ старт илчĕ

30 Пуш, 2023

2023 çулта Раççей педагогикине никĕсленĕ Константин Ушинский çуралнăранпа 200 çул çитет. Юбилее халалласа кăçал Раççейре Педагогпа наставник çулталăкне ирттерме палăртнă. Уяв мероприятийĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртрĕ.

Тава тивĕçлĕ вĕрентекенсемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. Педагогика ĕçĕнче чунне парса, ырми-канми тăрăшакансене тав турĕ. ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров вĕрентÿ тытăмĕнчи ĕç-хĕл, малашлăх планӗсем çинчен каласа кăтартрĕ.

Уява çавăн пекех РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн председателĕн çумĕ Анастасия Спирина хутшăнчĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Комментари хушас