Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕнче — çĕнĕ ятсем

Пуласлăх çамрăксенче теççĕ. Çакă литературăна та пырса тивет. Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕн черетлĕ ларăвĕнче Союза йышăнма ыйтса çырнă кандидатсене пăхса тухнă. Вĕсем — Мальвина Петрова тата Инесса Шашкина.
Çамрăк авторсем паянхи чăваш литературинче хăйсен çул-йĕрне хывасси иккĕленӳсĕр. Вулакансем вĕсен пултарулăхне Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленнĕ «Пирĕшти патне янă çыру» /Письмо ангелу/ кĕнекере хаклама пултараççĕ. Мальвина Петровăн сатирăлла юптарăвĕсем тата Инесса Шашкинан калавĕсем кашнин чĕринех хускатма пултарĕç.
www.hypar.ru Culture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас