Чăваш салтакĕсене асрах тытаççĕ

6 Пуш, 2023

Астăвăма пĕр улăштармасăр упраса хăварасси, истори пулăмне çĕнĕ ăру патне те çитересси — нумаях пулмасть куракан умне кăларнă документлă фильм çак тĕллеве питĕ лайăх пурнăçлать. «Стрелоксен 139-мĕш дивизийĕ: çар çулĕн историйĕ — Атăлтан Эльба таран» фильм премьерине курма зал тулли халăх пуçтарăнчĕ. Чылайăшĕ — шкул ачисем, кадетсем, студентсем. Калининградра, Ригăра, Минскра тата Могилевра, Рославльте, Ржевра тата ытти хулара пурăнакансем фильма тӳрĕ эфирта курчĕç.

Премьера пуçланиччен картинăн сценарисчĕ тата режиссерĕ Артем Чубуков ӳкерӳ ĕçĕсене мĕнле йĕркелени çинчен каласа кăтартрĕ. Ку тема уншăн уйрăмах çывăх, мĕншĕн тесен унăн мăн аслашшĕ те вăрçа хутшăннă. Фильма хатĕрлеме ӳкерӳ ушкăнĕ чăваш дивизийĕ çар мухтавĕ кăтартнă вырăнсене çитнĕ: Ржев, Рославль, Спас-Деменск, Могилев, Минск, Скидель тата Гродно.

«Росславльте ӳкернĕ вăхăтра пирĕн пата 50 çулсенчи арçын пычĕ, эпир мĕн тунипе кăсăкланчĕ. Фильм ӳкерни çинчен пĕлсенех хайхискер сăнран çуталчĕ, унăн амăшĕ 139-мĕш дивизи салтакĕсене тĕл пулнине пĕлтерчĕ. Акă 80 çул ĕнтĕ вĕсен çемйи чăваш салтакĕсене ырăпа аса илсе пурăнать. Çакă хуласене, çĕршывсене, халăхсене пуринчен те ытларах çыхăнтарать», — терĕ Артем Чубуков.

139-мĕш дивизи 1941-1942 çулсенче Шупашкарта йĕркеленнĕ. Çĕнтерӳ кунне вăл Германире Эльба юхан шывĕн хĕрринче кĕтсе илнĕ.

Çак фильм чăваш халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тунă ĕç-хĕлне уçса паракан кинотрилогие вĕçлет. Пĕрремĕш картинăна Сăр чиккине халалланă, иккĕмĕшĕ — «Шупашкар — ĕç паттăрлăхĕн хули». Вĕсене 80-шар, 50-шар пин çын курнă та ĕнтĕ. Виççĕмĕш фильмăн премьери вара, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, Ржев хулине ирĕке кăларнăранпа 80 çул çитнĕ кунпа пĕр килет.

Палăртмалла: документлă фильма «Çĕнтерӳ волонтерĕсем» юхăм ушкăнĕ тата «Перфекто» пултарулăх команди Президент гранчĕсен фончĕпе Культура пуçарăвĕсен Президент фончĕ пулăшнипе ӳкернĕ. Фильмра дивизири çар çыннисен историйĕпе те паллаштарнă. Сăмахран: Совет Союзĕн Геройĕ Валентина Фатина Белоруçри Могилев хулинче икĕ нимĕç генералне тыткăна илнĕ, Сĕнтĕрвăрри больницин медсестри Феодора Гайкина Тверь облаçĕнчи Зубцов хулинче 85 аманнă салтака çапăçу хирĕнчен илсе тухнă, Надежда Кирьян снайпер Белоруçри Неман юхан шывĕ урлă каçнă чухне паттăрла пуç хунă. «Коля пичче ушкăнĕсем» фашиста вăйлă хирĕç тăнипе паллă. Вĕсене Чăваш Енрен тухнă Николай Волковпа Варвара Шапошникова ертсе пынă.

Чăваш дивизийĕн çулĕпе çӳренĕ вăхăтра Польшăна çеç лекме май килмен. Çак çĕршыври лару-тăру çинчен калакан «Астăвăма сутнисем» пай чуна ыраттарать. Совет салтакĕсене халалланă палăксене унта халĕ тĕппипех аркатаççĕ.

«Ӳкернĕ чухне çынсем пире çакă мĕншĕн кирлипе час-часах кăсăкланатчĕç. Пирĕн фильмсенчен пĕри те пулин, хаклă кураканăм, сана хăвăн паттăрусем, пирĕн ирĕклĕхшĕн хăйсен пурнăçне хĕрхенмен тăванусем çинчен тĕрĕссине пĕлме хистерĕ пулсан, эпир çак ĕçе ахаль ирттермен. Вĕсем хăш подразделенире тăни те, хăш хула патĕнче хӳтĕлев чикки чавни те, хăш заводра ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ мар. Эсĕ аçу-аннӳпе калаçса хăвăн çемйӳ çинчен тĕрĕссине пĕлме тăрăшатăн пулсан, эппин, çакă пĕтĕмпех ахаль мар. Апла пирĕн паянхи пурнăçшăн кĕрешекенсем ахальтен юн тăкман. Эпир вĕсене асрах тытатпăр, вĕсемпе мăнаçланатпăр», — çапла вĕçлерĕ фильма Артем Чубуков.

ШУХĂШ

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:

— Куратпăр ĕнтĕ, темиçе çамрăк ача пухăнса вăрçă вăхăтĕнчи историе тĕпчесе тĕрлĕ çынсен историне пĕр çĕре пухса питĕ кăсăклă материал тума пултарнă. Унсăр пуçне кунта стрелоксен 139-мĕш дивизийĕн историне пăхса пынă май Чăваш Республикинчен тухнă ытти çар çыннисен историне те тарăн тĕпченĕ. Çак тĕслĕх, манăн шухăшпа, ыттисене те хавхалантарать. Унсăр пуçне нумай çемье хăйсен несĕлĕсем пирки те самаях çĕнĕ хыпарсем пĕлме пултарчĕ пулĕ тетĕп. Эпир çакăн пек ĕçсене туса пырсан, историри пулăмсене тĕпчесен вăйлăрах пулаятпăр, паянхи йывăрлăхсене тата хастартарах çĕнтерсе пыраятпăр.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас