«Чăваш вăрманĕ» Раççей туризмĕн карттине лекме пултарать

11 Юпа, 2021

«National Geographic Traveler» журнал çĕршыв туризмне халалланă «Сокровища России» онлайн сасăлав ирттерет.

Çак проект паллă вырăнсене пĕлме çеç мар, Раççейĕн туризм картти çинче çĕнĕ обьектсем палăртма май парать. Конкурсра пĕтĕмпе 10 номинаци. Вĕсенчен пĕри — «Çут çанталăк объекчĕ» /Природный объект/, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ шăпах çавăнта хутшăнать. Сасăлав юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕçленĕ. Пĕтĕмлетĕвĕсем чӳк уйăхĕнче паллă пулĕç, Nat-geo.ru сайтра тата «National Geographic Traveler» журналта пичетленĕç.

www.hypar.ru

Комментари хушас