Чăвашла сăвă-калав çыракансем валли «Ман юратнă вĕрентекен» конкурс иртет

9 Нарăс, 2023

Пултарулăх ăмăртăвне Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Унта 5-11-мĕш классенче, колледжсемпе техникумсенче, аслă шкулсенче вĕренекенсем тата учительсем, библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс нарăсăн 1-мĕшĕнчен пуçласа акан 1-мĕшĕччен иртĕ. «Ман пĕрремĕш вĕрентекен», «Эпĕ — учитель ачи», «Ачалăх — чи савăк вăхăт», «Тавтапуç сана, вĕрентекен», «Учитель профессийĕ мана мĕншĕн килĕшет?», «Эпĕ — вĕрентекен, çавăнпа мухтанатăп», «Пĕтĕм пурнăçне вĕрентĕве панă…», «Пурнăç хăй вăл — вĕрентекен», «Халăх — чи ăслă вĕрентекен» темăсенчен пĕрне суйласа е ирĕклĕ темăпа чăвашла хайлав çырмалла. Хатĕр ĕçе ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10-мĕш çурт. Электрон почта: congress21@mal.ru.

Прозăпа пьеса хайлавĕсем — А4 калăпăшлă 5-7 страницăран ытларах, сăвă 3-рен кая мар пулмалла. Текста чăвашла раскладкăпа пичетлемелле. Автор ятне-шывне, ăçта пурăннине, вĕреннине чăвашла тата вырăсла çырмалла, телефон номерне кăтартмалла.

Çĕнтерÿçĕсене ÿсĕме кура палăртĕç. 11-мĕш класра вĕренекен çĕнтерÿçĕсене И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетне вĕренме кĕнĕ чухне балсем хушса парĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас