«Чăвашра пурăнас, усăллă пулас килет»: Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Хыпар» издательство çурчĕн журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ

19 Кăрлач, 2021

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа 115 çул çитнĕ май коллективпа тĕл пулчĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче пуçласа кун çути курнă кăларăм хальхи вăхăтра — пысăк издательство çурчĕ. Унăн йышлă çемйинче — 7 хаçатпа 2 журнал. Çывăх кунсенче йышăмăра икĕ район хаçачĕ кĕрĕ.

Олег Алексеевич 115 çул хушшинче хаçат тĕрлĕ саманана тÿссе ирттернине, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма пултарнине палăртса хăварчĕ.

«Эсир тĕпчени, тиркесе тĕрлĕ енлĕ сĕнÿ пани питĕ вырăнлă. Хăвăр вулаканăрсем валли те, пирĕншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн ĕçе кăтартаканни — вулакансем хаклани. Ĕçе малашне те юратса пурнăçлама сунатăп. Пултарулăх çăлкуçĕ яланах тапса тăтăр», — терĕ республика ертÿçи.

«Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина Чăваш Ен Пуçлăхне хаçат историйĕпе паллаштаракан альбом парнелерĕ. Вăл хальлĕхе тулли мар-ха. «Республика летопиçне сирĕнпе пĕрле çырасса шанатпăр», — терĕ Татьяна Геннадиевна.

Республикăн цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина та коллектива сумлă датăпа саламларĕ.

Тĕл пулăва пресс-конференци мелĕпе малалла тăсиччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахĕпе Олег Николаев «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторне Елена Атамановăна хавхалантарчĕ, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май юбилей медалĕпе «Хыпар» хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн тишкерÿçине Роза Власовăна, хаçатăн политика, вырăнти хăй тытăмлăх тата экономика пайĕн ятарлă корреспондетне Валентина Багадеровăна, асăннă пайăн тишкерÿçине Ирина Клементьевăна, «Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн редакторне Маргарита Ильинана чысларĕ.

Майлă самантпа усă курса «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Çав шутра — экономика, инвестици, таса шыв, яла çамрăксене илĕртесси. Ялти клубсен ĕç вăхăтне ылмаштарасси пирки те сăмах хускалчĕ. Çамрăксем канмалли кунсенче клуба пухăнасшăн, анчах вăл вăхăтра клубсем хупă, мĕншĕн тесен вĕсен ĕçченĕсем канаççĕ. Республика Пуçлăхĕ кун пек ыйту пуррине пĕлет. Унтан та ытларах. Çамрăксем клуба каçхине пухăнасшăн. Клубсен ĕç графикне çĕнĕлле йĕркелес ыйту кăçал татăлас шанчăк пысăк.

Ĕçтешĕмĕрсем Чăваш тĕррин шкулĕ еплерех пулассипе те кăсăкланчĕç. Олег Алексеевич çак шкула ытти халăхăн тĕррине вĕрентессине те кĕртсен аван пулмалла тесе шухăшлать. Мĕн тесен те республикăра 128 наци çынни пурăнать.

Чăваш чĕлхине садиксенче вĕрентсен аван пулмалла тенине Олег Николаев татăклăнах ырларĕ. «Чăваш чĕлхи кашни кун çеç мар, кашни çĕрте пулмалла. Çак ĕçе малалла йĕркелесе пырăпăр», — çирĕплетсех каларĕ республика ертÿçи.

Критика пирки те сăмах хускалчĕ. «Вăл пулмасан хама питĕ япăх туятăп», — терĕ Олег Алексеевич. Критика нумай енлĕ хаклава пĕлме кирлĕ тесе шухăшлать вăл.

Çак йĕркесен авторĕ: «Массăллă информаци хатĕрĕсен хисеплĕ ĕçченĕ», «Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ журналисчĕ» хисеплĕ ятсем туса хума май çук-ши?», — тенине те Олег Алексеевич «Лайăх сĕнÿ», — тесе йышăнчĕ, ăна яваплисемпе сÿтсе явма пулчĕ.

«Чутай характерĕ пур тенĕччĕ Волков», — тени пирки республика ертÿçи чăвашсем пурте хаклине пĕлтерчĕ. Ачаран ялта çитĕннĕскер, çичĕ çулта ашшĕсĕр юлнăскер аслашшĕ хĕвелпе тăрса хĕвелпе пĕрле выртмалла тесе вĕрентнине аса илчĕ. 

Респулика Пуçлăхĕ кĕнеке вулама та вăхăт тупать. Хăйне кăсăклантараканнисене çеç мар (хальхи вăхăтра «Будущее разума» ятлине шĕкĕлчет), 9 çулти хĕрне «Гарри Потер» кĕнекене кашни кун 30-шар страница вуласа парать.

Тĕрлĕ регионта ĕçлесе пурăннă хыççăн Чăвашра кичем мар-и ыйтăва çапларах уçăмлатрĕ: «Кичем мар. Чăвашра, меллĕ, хăтлă, аталанакан республикăра пурăнас, чăваша усăллă пулас, çак республикăра ачасене çитĕнтерес, асатте-асаннесене асра тытса, вĕсен вил тăпри çине кайса çÿрес килет». 

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

 

Комментари хушас