Цифра трансформацийĕн стратегийĕпе паллаштарнă

23 Çурла, 2021

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ канашлу цифра министрĕ Кристина Майнина цифра трансформацийĕн стратегийĕпе паллаштарнинчен пуçланчĕ.

Пысăк программа — 263 страницăран тăраканскер. Вăл хатĕр, ăна Правительство пуçлăхĕн тивĕçлĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ — палăртнă ĕçсен графикне хатĕрлесе ĕçе пуçăнмалли кăна юлать.

Тĕллевсем чăнласах анлă — экономика отраслĕсен цифра «пиçĕлĕхне» тивĕçтерессинчен тытăнса проводсăр интернет майĕсене аталантарасси таран. Кристина Андреевна стратегире патшалăх управленийĕпе çыхăннă ĕç нумаййине çирĕплетрĕ — виçĕ теçетке проект палăртнă. Çавăн пекех сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентӳпе, наукăпа, ял хуçалăхĕпе çыхăннă проект чылай. Пĕтĕмпе — федераци тата регион шайĕнчи 128 проект. Çав шутра — пĕчĕк ялсене те интернет илсе çитересси, мудучрежденисенче электрон черетсем йĕркелесси, IT-классем уçасси, регионăн туризм карттине хатĕрлесси тата ытти те — пĕтĕмпех цифра çинче никĕсленмелле.

Михаил Ноздряков 17 отрасле пырса тивекен стратегие пурнăçлама хатĕрленнĕ май федераци, республика бюджечĕсенчен уйăракан укçапа пĕрлех бюджет тулашĕнчи çăл куçсене те явăçтармалли пирки пусăм тусах каларĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант — стратегире палăртнă проектсене патшалăхăн халь ĕçлекен программисемпе çураçтарасси. Вăл çак ĕçе вăраха ямасăр пурнăçлама чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас