Çынсене çăлма васкаман...

7 Çурла, 2023

Сăнанă тăрăх, шăрăх çанталăк шывсем çинчи инкексен шутне тăруках ÿстерет. Халĕ те çаплах пулса тухрĕ. Ыйту çивĕчлĕхне кура кун пирки тунтикун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен та муниципалитетсен етÿçисемпе ирттернĕ канашлура та калаçу пулчĕ. Çăлавçăсем тĕлĕшпе ÿпкевлĕ сăмахсем те янăрарĕç.

Олег Николаев инкек нумаййине палăртнă май пĕр эрне каялла Атăл çинче кимĕ çаврăнса ÿкнине кура виçĕ çын, çав шутра икĕ ача, вилнĕ тĕслĕхпе служба тĕрĕслевĕ ирттерме хушнине аса илтерчĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕпе кăсăкланчĕ. Хăй уçăмлатмарĕ, анчах ку пуçару çав ачасен ашшĕ массăллă информаци хатĕрĕсене хăй çил-тăвăл вăхăтĕнче çыран патне çитмен кимме, унти çынсене шырама тухмашкăн çăлавçăсене пĕр сехет çурă ÿкĕтлени çинчен пĕлтернипе сăлтавланнă-тăр. ГКЧС ертÿçи Сергей Павлов палăртнă тăрăх, кăçал республикăра шывра 25 çын путса вилнĕ. Вĕсенчен 7-шĕ — ачасем. Юлашки виçĕ кунра кăна тăваттăн вилнĕ: Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Елчĕк округĕнчи Тăрмăшра, Комсомольски округĕнчи Урмаелте... Ытларах чухне инкексем шыва юраман çĕрте тата ÿсĕрле кĕнипе пулаççĕ.

Пĕр эрне каяллахи инкеке илес тĕк, Сергей Геннадьевич палăртнă тăрăх, «шел те, çăлав служби енчен тивĕçлĕ регламентсене пăсни çирĕпленнĕ — çынсене çăлма вăхăтра тухса каяссине йĕркелемен çынсене явап тыттарасси çинчен калакан хушу çывăх вăхăтрах пулĕ». Çав çил-тăвăл пурлăх енĕпе те нумай çухату кÿнĕ. 5 муниципалитетра социаллă объектсем тÿснĕ сиен калăпăшĕ кăна — 12 миллион тенкĕлĕх. ГКЧС ертÿçи шар курнисене пурне те патшалăх пулăшассине палăртрĕ — укçа илĕç. Олег Николаев вара юсав ĕçĕсене кĕске вăхăтра пурнăçламалли пирки асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас