Донбасс çинчен – кинора

13 Пуш, 2023

Чăваш наци музейĕ «Тăван çĕршыва хӳтĕлес ĕçри кино» Пĕтĕм Раççейри куçса çӳрекен фестивале хутшăнать.

Раççей кинематографĕн чи лайăх документлă ĕçĕсене пуш уйăхĕн 14-17-мĕшĕсенче Шупашкарти Çар мухтавĕн музейĕнче тата В.И.Чапаев музейĕнче курма пулĕ. Çав шутра — юлашки 9 çулта Новороссийăри пулăмсем çинчен çар корреспонденчĕсем хатĕрленĕ фильмсемпе хроникăсем те.

Фестиваль йĕркелес шухăш пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсен тĕл пулăвĕнче çуралнă. Олеся Шигинăн пуçарăвне РФ Президенчĕ Владимир Путин ырланă. Фестивалĕн 1-мĕш тапхăрĕ нарăс уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче Çĕнтерӳ музейĕнче иртнĕ. Иккĕмĕш тапхăрĕ пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче пуçланнă, 20-мĕшĕнче вĕçленĕ. Вăл Раççей регионĕсенчи 300 ытла культура учрежденийĕнче иртĕ.

Чăваш Енре пурăнакансем çак фильмсене курĕç: «Мариуполь. Голоса», «Рассказы с Донбасса», «Донбасс. Близкие люди», «Донбасс. Резервный полк», «Призраки. Солдаты забытой войны» тата ыттисем.

www.hypar.ru Фото из открытых источников

Рубрика: 

Комментари хушас