Электросчетчиксене тӳлевсĕр улăштараççĕ

28 Юпа, 2021

Электроэнергин Чăваш Енри гарантилекен поставщикĕ — «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АО — республикăра электричество энергине шута илекен приборсене тапхăрăн-тапхăрăн улăштарасси çинчен пĕлтерет.

Федерацин 2018 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче кăларнă 522-ФЗ; саккунĕпе килĕшӳллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенче электроэнергие шута илессине гарантилекен поставщиксене шаннă, уйрăм çуртсенче — сеть организацийĕсене. 2020 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вĕсем счетчиксене вырнаçтарассишĕн, тĕрĕслессишĕн тата улăштарассишĕн яваплă.
ЧЭСК приборсене улăштарма «Интехстрой» ОООпа килĕшӳ тунă. Камăн электросчетчикĕ ĕçлемест, юрăхсăра тухнă е тĕрĕслемелли вăхăчĕ иртнĕ — приборсене çак подряд организацийĕ улăштарать. Хушма пулăшу ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен директор Александр Федоров пĕлтернĕ тăрăх, потребитель счетчике улăштарма ыйтса заявлени çырнă хыççăн çĕннине лартса памашкăн 6 уйăх уйăрнă.

Чăваш энергосбыт компанийĕ граждансене çак ĕçе пурнăçлакансем приборсем патне пырассине тивĕçтерме ыйтать, çĕнĕ приборсене ĕçе кĕртмелли процедурăна, паллах, хуçасен хăйсен е вĕсен представителĕсен те хутшăнмалла.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене специалистсем хăçан пырасси çинчен маларахах асăрхаттараççĕ. Счетчиксене улăштармалли вăхăт тата йĕрке çинчен калакан информацие подъездсенчи пĕлтерӳсен стенчĕсем çине, ЧЭСК сайтĕнче вырнаçтараççĕ.

www.hypar.ru ЧЭСК пресс-службин сăн ӳкерчĕкĕ.
 

Рубрика: 

Комментари хушас