Ентешĕмĕрсене инкекре пăрахмастпăр

18 Пуш, 2022

Крым Раççей йышне кĕнĕренпе 8 çул çитнине халалласа Хĕрлĕ тӳремре "Хамăрăннисене пăрахмастпăр" ятпа концерт иртрĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх,  Раççей тĕрлĕ халăха пĕтĕçтересе тăрать. "Нумай наци - пирĕн çĕршыв пуянлăхĕ. Крым та пирĕн патра хÿтлĕх тупрĕ. Украинăра, Донбасс тăрăхĕнче пурăнакансем те пирĕншĕн ют мар. Паянхи кун унта пулса иртекен ĕçсем пирĕн чуна хумхантараççĕ. Малашне унта тăнăç пурнăç пуçланасса шанатăп. Пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерĕпĕрех", - терĕ вăл пурне те пĕрле пулмаллине, пĕр-пĕрне пулăшмаллине палăртса.

Регион ертÿçин шухăшĕпе Пенсионерсен союзĕн хастарĕ Лидия Шмелева та килĕшет. "Эпир мĕн ĕлĕкрен тĕрлĕ наци халăхĕпе туслă пурăннă. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреттĕмĕр. Украинăра та пулса курнă. Пире тараватлăн кĕтсе илетчĕç. Донбасра хирĕç тăру пулса иртнĕшĕн чĕре ыратать. Унта пурăнакансемшĕн яланах кĕлтăватпăр. Вĕсене пулăшас тесе япаласем пуçтартăмăр", - терĕ хĕрарăм.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем кунта

Рубрика: 

Комментари хушас