Хурланнине палăртса

16 Çĕртме, 2022

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне Раççейри шкул ачисен юхăмĕ ятарлă акци йĕркеленĕ.

Вăл темиçе тĕрлĕ пулмалла. «Каçхи кăвайт» Пĕтĕм Раççей акцине хутшăнакан ачасен вожатăйсемпе, тăванĕсемпе е юлташĕсемпе черетленсе мăн аслашшĕ-асламăшĕсен аса илĕвĕсене кăвайт умĕнче вуламалла. «Вăрçăпа ĕннĕ çамрăксем» флешмоба хутшăнма мăн асаттесемпе асаннесен аса илĕвĕсене каласа видео ӳкермелле. «Астăвăм кăшăлĕ» Пĕтĕм Раççей акцийĕпе килĕшӳллĕн вара хăвăр тĕллĕн кăшăл çыхмалла та шыва ямалла. Акцие хутшăнма рдш.рф/competition/2571 сайта кĕрсе заявка ямалла.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас