Республикăри пултаруллă та пуçаруллă, маттур 1000 çамрăк çулсерен ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине тивĕçет. Кăçал та вĕренÿре, ăслăлăхра, производствăра çитĕнÿ тунă яш-хĕр уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕ.
Чăваш патшалăх академи драма театрĕ куракана çулсеренех премьерăсемпе савăнтарать. Пĕлтĕр Николай Терентьев драматург çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май унăн пьесисем тăрăх хатĕрленĕ икĕ спектакль сцена çине тухрĕ: «Ыйăх çухатнисем» тата «Манăн çăлтăр тÿпере».
Театр черетлĕ премьера хатĕрлет. Хальхинче - Марина Карягинăн пьеси тăрăх. Спектакль «Куккук куççулĕ» ятлă пулĕ. Режиссерĕпе илемлĕх ертÿçи - Валерий Яковлев. Репетицие РСФСР Халăх артисткисем Нина Григорьевăпа Нина Яковлева, Чăваш халăх артисчĕсем Вячеслав Александров, Иван Иванов, Валентина Иванова тата ыттисем хутшăнаççĕ.
Шупашкарта çакнашкал ятлă социаллă проект старт илнĕ. Халĕ ватă хĕрарăмсене киле ача пăхма чĕнмешкĕн май пур.
Ку питех те меллĕ. Хăш чухне шăпăрлана никампа та хăварма çук-и? «Экспресс-кинмейсем» часах çитеççĕ. Проект Шупашкар хулинчи халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта пурнăçланать. Ватă хĕрарăмсемпе, волонтерсемпе, тест ирттерсе кăмăл-туйăмне палăртнă, çавăнпа нимшĕн те пăшăрханмалла мар.
Ку таранччен воспитательсен хăйсен шăпăрланĕсене ача садне тÿлевсĕрех илсе çÿреме ирĕк пулнă. Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков алă пусса çирĕплетнĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, малашне воспитательсем куншăн укçа тÿлеме тытăнĕç.
Чăваш Енре çуралса ÿснĕ Сергей Иванова, велочупу енĕпе тĕнчен ултă хут чемпионне, Раççейĕн велоспорт енĕпе пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ пулма шаннă.
Унччен ку тивĕçе Игорь Струтинский пурнăçланă. Унăн контракт вăхăчĕ пĕтнĕ. Сергей Ивановшăн ку кĕтменлĕх пулнă. Ара, кĕçех Олимп сезонĕ пуçланать, çавна май яваплăхĕ пысăк. Çĕнĕ тренер командăра вăйлă спортсменсем пуррине, Рио-де-Жанейрăра иртекен Олимп вăййисене хутшăнмашкăн хастар хатĕрленнине палăртнă.
Шупашкарти Калинин районĕнчи следстви уйрăмĕ 32-ри арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна çынна вĕлерме хăтланнăшăн айăпласшăн.
Следстви версийĕ тăрăх, пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕрле вăл тĕп хулари пĕр кафере юлташĕсемпе эрех ĕçнĕ. Капла «хĕрсе» каясси те инçех мар - 47-ри арçынпа хирĕçме тытăннă. Сăмахпа перкелешсе çеç çырлахман вăл - эрех кĕленчине хăйĕн пуçĕнчен çапса çĕмĕрнĕ те шĕвĕр вĕçĕпе аслăраххине мăйĕ тĕлĕнчен чикнĕ. Медицина пулăшăвне вăхăтра панăран çеç хур курнăскер чĕрĕ юлнă.
Çĕнĕ çул хыççăнхи канмалли кунсенче Шупашкарта марихуана сутнă çамрăк çынна тытса чарнă. Ăна вăл республикăри пĕр районта хăй акса ÿстернĕ, çавăнтах упранă. Наркотĕрĕслев ĕçченĕсем наркотик хутăшне шăпах çавăнта туртса илнĕ.
Тĕрĕсленĕ хыççăн çамрăк çын 3 килограмм ытла марихуана пытарса упрани тăрă шыв çине тухнă. Вăл ăна хăй те тутаннă, юлташĕсене те сутнă. Çамрăкскере йĕплĕ пралук леш енне 15 çул таранах ăсатма пултарĕç.
Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валерий Павловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
«Юр - нумайрах та нумайрах, хĕл - илемлĕрех те илемлĕрех», - тунтикунсерен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттерекен черетлĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак сăмахсенчен пуçларĕ те - чи малтанах çулсене, ял-хула урамĕсемпе картишсене юртан тасатас ыйтăва тишкерчĕç.