Новости по теме

24 Раштав, 2015

25 ĕç вырăнĕ хатĕр

Туристсене Тăвай районĕнчи Тĕмер ял тăрăхĕ «Паснерка» усадьбăпа тĕлĕнтересшĕн.

Çапла, Тĕмерте ял туризмне аталантарасшăн. 25 гектар çĕр çинче вырнаçнă «Паснеркăна» 3 çулта туса пĕтернĕ. Унта икĕ хутлă хăна çурчĕ, конференци залĕ, мунча, утар çурчĕ тата ытти объект пур. Усадьбăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне инвесторсем вырăнти тÿре-шараран тав сăмахне тивĕçнĕ. Проекта хута янă чухне унта кунсерен 50 çынна илĕртме, 25 ĕç вырăнĕ тума палăртнă.

23 Раштав, 2015

Патшалăх служащийĕн сумĕ пысăк

Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ» тата «Чăваш Республикинчи муниципалитетăн чи лайăх граждан служащийĕ» конкурссене пĕтĕмлетнĕ.

22 Раштав, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне хатĕрлеме сĕнÿсем кĕтетпĕр

Çулталăкăн тĕп документне - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăва - хатĕрлес ĕç пуçланнă.

22 Раштав, 2015

Строительствăна хăвăртлатмалла

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Михаил Резников ытларикун пая кĕрсе хваттер тутарма строительство организацийĕсемпе килĕшÿ тунисен, вĕсене пула шар курнисен прависене хÿтĕлессине йĕркелекен ĕç ушкăнĕн ларăвне ирттерчĕ.

«Гарант» СК» общество директорĕн заместителĕ Минсаид Зейнутдинов Шупашкарти Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх проспектĕнчи 3-мĕш позицие тăвас ĕç еплерех пыни çинчен пĕлтерчĕ. Ку об<екта хута ярассипе хăшпĕр чăрмав пур.

22 Раштав, 2015

Украина ачисене - Çĕнĕ çул кучченеçĕ

Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительствин Украина регионĕсене тата çав тăрăхран куçса килнĕ граждансене пулăшас енĕпе ĕçлекен ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - ялан пурăннă вырăнтан тухса кайма тивнисемпе çыхăннă паянхи лару-тăру тата вĕсене Чăваш хутлăхĕнче учета тăратасси.

22 Раштав, 2015

Автономи тилхепи - Евгений Морозовра

Тутарстанри Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче ТР ЧНКА Канашĕн пухăвĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулталăк вĕçĕнче ЧНКА Канашĕ пурнăçланă мероприятисене пĕтĕмлетет. Хальхинче те çаплах пулчĕ.

Шел те, икĕ-виçĕ мероприятие çитес çула хăварма тивнĕ. Сăмахран, Нурлат районĕнче йĕркелеме палăртнă кĕрешĕве пуш уйăхне куçарнă, «Чăваш пики» конкурса - нарăс уйăхне. «Чи лайăх чăваш ялĕ» тата «Чи лайăх чăваш шкулĕ» конкурссем çинчен те манман. Заявкăсем панă вырăнсене çитсе курасшăн, 2016 çул пуçламăшĕнче пĕтĕмлетÿсем тăвасшăн.

Pages