Новости по теме
Сахал калаçаççĕ, ĕçне тĕплĕ тăваççĕ
ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН
Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа çумăр е йĕпе юр çăвать. Чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче: кăнтăрла - 0-5 градус ăшă, каçхине 1 градус сивĕрен пуçласа 4 градус ăшă пулать. Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче: кăнтăрла - 3 градус сивĕрен пуçласа 2 градус ăшă, каçхине - 1-6 градус сивĕ. Çил çурçĕр-хĕвеланăç енчен 8-15 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 7 сехетре тухать, каçхине 16 сехетре анать. Кун тăршшĕ - 9 сехет. Чăваш гидрометеорологи центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - тепĕр эрнере çанталăк сивĕтет, каçсерен шăнтма пултарать.
Мĕн вăл Халăхсен туслăхĕ? Вăл - чи пысăк пуянлăх Тата - тăнăç пурнăç, патшалăхăн çирĕп никĕсĕ
"Раççей халăхĕсен пĕрлехи çемйи"
“ХамОр ялсемпе” - кулăшла
Кирлех çавăн пек каçсем
Летучая килсе кайнă хыççăн
"Ревизорро" кăларăм ертÿçи Елена Летучая Шупашкара килсе кайни, вăл кунти пĕр кафене çеç ырлани пирки хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Вăл ун чухне "Ехрем хуçа" ресторана тĕрĕслесен тĕлĕннине те палăртнăччĕ.
Елена Летучая килсе кайнă хыççăн çак ресторанпа Роспотребнадзор кăсăкланнă. Ахальтен мар. Кăларăм ертÿçи унта таракансемпе йĕпе кăпшанкăсене асăрханă-çке. Тĕрĕслев хыççăн ресторанта йĕркене пăснине тупса палăртнă. Мĕнлисене? Кун пирки хальлĕхе уççăн каламаççĕ.
“Çĕнĕ ятсем уçатпăр” конкурса хутшăнăр
Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" конкурса ЧР Культура министерстви пулăшнипе ирттерет. Кăçал вăл улттăмĕш хут йĕркеленнĕ, ăна Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.
“Нарспи” аудиокĕнеке
Республикăра "Нарспи" аудиокĕнеке кăларма хатĕрленни пирки тахçанах калаçма пуçланă. Халĕ кĕнеке сутлăха тухнă.
Комплекта икĕ диск кĕрет: пĕри - чăвашла, тепри - вырăсла. Вырăсла вариантĕнче Константин Ивановăн вилĕмсĕр поэминчи автор сăмахĕсене паллă актер Михаил Ефремов вулать. Чăвашла аудиокĕнекере çак сăмахсене вуламашкăн Николай Сергеева шаннă.
















