Ипотекăна реструктуризациленĕ

3 Авăн, 2020

Чăваш Енре пурăнакан 1700 ытла çын ипотекăна реструктуризациленĕ. Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа 1726 çын реструктуризаци программисемпе усă курнă. Вĕсем, пĕтĕмĕшле илсен, 868 миллион тенкĕ парăма тÿлессине çĕнĕлле йĕркеленĕ.

Çынсен 70 проценчĕ банкăн «COVID-19» программипе усă курнă. Ун пек çăмăллăха çĕршыв Правительстви шайĕнче йышăннăччĕ. Кредит каникулĕ илес тесен кивçен укçа парăмĕ пирĕн республикăра 2 миллион тенкĕрен иртмелле мар. Мускавра ку виçе 4,5 миллион тенкĕпе танлашать, Мускав тăрăхĕнче, Санкт-Петербургра тата Инçет Хĕвел тухăçĕнче – 3 миллионпа, ытти регионта – 2 миллионпа.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас