Новости по теме

1 Ака, 2014

Чăваш туйне тавăрасчĕ

Чăваш туйĕ - чăн-чăн театр, унăн йăли-йĕрки питĕ пуян. Апла пулин те вăл паянхи çамрăка илĕртмест. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ăна хăйнешкел, çĕнĕлĕхсем хушса йĕркелесе ирттерет. Çав вăхăтрах ытти тĕрĕк халăхĕ ĕлĕкхи туй йăли-йĕркине пăхăнать. Пирĕн те туйăн хăш-пĕр элементне чĕртсе тăратма май çук-ши?

1 Ака, 2014

Мĕн пур пенси ÿсет

Раççей правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 17,1 процент ÿсеççĕ, федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене уйăхсерен паракан тÿлевсем тата соцпакет хакĕ - 5 процент, ĕç пенсийĕсен страхлав пайĕ нарăс уйăхĕнчи ÿсĕмрен 1,7 процент пысăкланать.

31 Пуш, 2014

Больницăра – шăнкăрч йăвисен конкурсĕ

Ыранхи кун, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ, кулăш кунĕ пулнипе кăна палăрса тăмасть. Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунне те паллă тăваççĕ. Çакна шута илсе Вăрнар район больницинче шăнкăрч йăвисен конкурсне ирттернĕ.

31 Пуш, 2014

Чĕлхе çине килни ума килет

Этем çут тĕнчепе пĕр тытăмра пурăнать. Пирĕн шухăшсене, кăмăл-туйăма такам курса, илтсе тăнăнах туйăнать хăш чухне. Чăвашсен: "Чĕлхе çине килни ума килет",- тени пур. Тепĕр чухне шухăшламасăрах начар япала "персе яратăн" та - "кĕрепле аври çамкаран пырса çатлаттарать".

31 Пуш, 2014

Надежда Бабкинăна - Тав çырăвĕ

Культурăпа халăх пултарулăхĕн республика керменĕнче "Раççей юррисем" фестиваль-марафонăн гала-концерчĕ иртрĕ. Асăннă пулăм - Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынипе Чăваш Енре Культура çулталăкĕнче йĕркеленĕ пысăк турне. Тăватă куна тăсăлчĕ вăл.

31 Пуш, 2014

Ырă ĕç - сăваплă

Кĕçех Çурхи ырă кăмăллăх эрни пуçланĕ. Шупашкарти А.Чехов ячĕллĕ вулавăш ĕçченĕсем ырă ĕç тума ăна кĕтес темен - хăйсен микрорайонĕнче пурăнакан, кĕнеке вулас текен, анчах тухса çÿреймен ватăсене хÿтлĕхе илнĕ.

31 Пуш, 2014

Вăл паян та пирĕнпе

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче чăвашсен паллă прозаикĕ, ăсчахĕ Константин Петров çуралнăранпа 90 çул çитет. Вăл çырнă произведенисем паян та вулакана кăсăклантараççĕ.

Константин Константинович пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки "Хыпар" хаçатăн ыранхи номерĕнче Раççей Писательсен союзĕн членĕ Геннадий Уткин паллаштарать.

31 Пуш, 2014

Ытларах ватăсем çырăнаççĕ

Тăвай районĕнчи Тăрмăшри çыхăну уйрăнче виçĕ почтальонка ĕçлет. Сăмахран, Анжела Бикинина Лачкассинче тата Тăрмăшра (пĕр урам) пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерет. Кунти халăх "Хресчен сасси", "Сывлăх" тата "Хыпар" кăларăмсене ытларах кăмăллать. Пенсионерсем вулама юратаççĕ. Çамрăксем хаçат-журнал çырăнмаççĕ. Çавна май ачасем те вуламаççĕ. "Ман участокра "Тантăш" çыр-накан пачах та çук", - тет вăл.

Ака уйăхĕнчен хаçат-журнал хакĕ ÿсни вулакана та пăшăрхантарать. "Çырăнакан çын хака пăхса тăмасть, - малалла сăмахлать почтальонка. - Юратнă кăларăмшăн тÿрех укçа кăларса хурать".

31 Пуш, 2014

Паллă çыравçăсене сума суса

Тутарстанри Пăва районĕнче чылай чăваш çыравçи çуралса ÿснĕ. Вĕсен шутĕнче В. Краснов-Асли, Г. Краснов-Кĕçĕнни, В. Ахун, С. Ялавин, В. Чебоксаров. Вĕсене асăнса Кипекассипе Элшел ялĕсенче асăну хăмисем уçрĕç. Уява «Тăван Атăл», «Капкăн», «Лик» журналсемпе «Хресчен сасси», «Тантăш» хаçатсен редколлегийĕсен членĕсем хутшăнчĕç.

28 Пуш, 2014

Пĕчĕк клубра ĕç вĕрет

Тăвай районĕнчи Лаçкасси ялĕнче ал ĕç кружокĕ ĕçлет. Унта 12 çын çÿрет. Хĕрарăмсем малтанах тутăр, алса-чăлха çыхнă пулсан паян хушпу-тухья тума вĕренеççĕ. Ку енĕпе вĕсене клуб ертÿçи Зоя Семенова пулăшса пырать. Эрнере пилĕк кун çÿреççĕ вĕсем кружока.

Вера Николаева вара тĕрлеме те ăста. Вĕтĕ шăрçапа турăшсем тĕрлет вăл. Хăй валли кăна мар, тус-юлташне те парнелет. Тепĕр чух сутать те.

 

 

Pages