Новости по теме

26 Пуш, 2014

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ. Чуна тасатакан вырăнта вăй хуракансен çеç мар, куравçăсен уявĕ те.

Пĕлтерĕшлĕ çак куна халалласа вун пилăк çул каялла республикăра "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурс йĕркелесе ячĕç.

Театр ĕçченĕсемпе куравçăсем кăçал çак куна Чăваш патшалăх пукане театрĕнче паллă тăвĕç. "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурс çĕнтерÿçисемпе те паллашĕç. "Хыпар" вулавçисене вĕсем пирки хаçатăн шăмат кунхи номерĕнче / пуш уйăхĕн 28-мĕшĕ/ каласа кăтартăпăр.

25 Пуш, 2014

Культура çулталăкне уçма хутшăннă

Тунти кун Мускавра, Патшалăх академи Пысăк театрĕнче, Раççей Федерацийĕнчи Культура çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Асăннă пулăма Раççей Культура ĕçченĕсен кунĕпе çыхăнтарнă.

25 Пуш, 2014

Ача йышăнакансене вĕрентрĕç

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче çемьене ача йышăнакан ашшĕ-амăшĕн шкулĕн кăçалхи вĕренĕвĕн пĕрремĕш курсĕ иртрĕ. Ăна Психологпа педагог реабилитацийĕпе коррекци центрĕнче йĕркелерĕç. Асăннă шкулăн пулăшăвне илнĕ 10 çын ятарлă свидетельствăллă пулчĕ.

25 Пуш, 2014

Шупашкарта - тăваттăмĕш хут

Тĕп хулара кăçалхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче уçăлакан "True Motion" фестиваль пирки хип-хоппа пурăнакан тата сывлакансем валли тени тĕрĕс пулĕччĕ. Вăл Шупашкарта тăваттăмĕш хут иртĕ. Культура çулталăкĕнче брейк-данс фестивале тата та сулмаклăрах йĕркелеме тĕв тытнă. Кăçал унта Атăлçи хутлăхĕнчи уйрăм ташă ăстисемпе пултарулăх коллективĕсем çеç мар, хăнасем ытти хуларан та пулĕç. Хальлĕхе Саранск, Липецк, Самар, Киров, Чул хула, Чĕмпĕр, Димитровград, Йошкар-Ола хăйсен çыннисене ярассине шантарнă.

Жюри йышĕнче - Раççейри, тĕнчери фестивальсенче палăрнă çынсем.

 

Pages