«Ку тракторсем халь нихçанхинчен те кирлĕрех»

9 Пуш, 2023

Ростсельмаш «Çĕр улми — 2023» куравра хăйĕн техникипе паллаштарчĕ

Пуш уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарта Регионсен хушшинчи 15-мĕш «Çĕр улми — 2023» курав иртрĕ. Республикăри, ытти регионтан килнĕ, ăнăçлă ĕçлекен аграрисен йăлана кĕнĕ çак тĕл пулăвĕн программипе килĕшӳллĕн наукăпа практика конференцийĕ, АПК ыйтăвĕсене халалланă çавра сĕтел иртнĕ, хăнасем иккĕмĕш çăкăрăн çĕнĕ сорчĕсене пахаланă, вĕсен вăрлăхне туянма май пулнă, çĕр улмирен хатĕрленĕ тĕрлĕ апат-çимĕçе астивсе пăхнă, курава илсе килнĕ ял хуçалăх техникипе паллашнă. Экспонентсен презентаци стенчĕсене пăхнă кăна мар, регион ертӳçисен йышĕнчи çынсенчен аграрлă секторăн тĕп хыпарĕсене пĕлме, çавăн пекех куçса çӳрекен, çакмалли тата кăкармалли техникăн чи лайăх тĕслĕхĕсене курса вĕсемпе паллаша пултарнă.

Курава Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви, «Федерацин çĕр улмин А.Г.Лорх ячĕллĕ центрĕ» патшалăх наука учрежденийĕ тата Чăваш Республикин «Агро—инноваци» хысна учрежденийĕ йĕркеленĕ. Унта 90 ытла экспонент хутшăннă, курава 10 пин ытла çын пырса курнă.

«Çĕр улми — 2023» курав мероприятийсенчен ытларахăшне çĕр улми çитĕнтерессине аталантарассине халалланă, вĕсене ученăйсем, экспертсем, аналитиксем, вăрлăхпа, минераллă удобренисемпе, ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли хутăшсемпе, ял хуçалăх техникипе тата оборудованипе тивĕçтерекен предприятисен ертӳçисемпе специалисчĕсем хутшăннă.

«Çĕр улми — 2023» куравра Ростсельмаш стенчĕсем ĕçленĕ – унта компанин куçса çӳрекен тата кăкармалли техникине кăтартнă. Икĕ стендра Ростсельмашăн çĕнĕ техникипе паллаштарнă, специалистсене тĕрлĕ ыйту парса тулли хурав илме, дилер центрĕсен çĕнĕ информацине пĕлме май пулнă. Ростсельмашăн Чăваш Республикинчи официаллă дилерĕ шутланакан «Русмашсервис» ООО сорудникĕсем шута илнĕ тăрăх, куçса çӳрекен техника стендне 300-тен кая мар çын пырса курнă, çав шутра 100 яхăн çын — Ростсельмаш техникин хуçисем.

Курав стенчĕ патĕнче иртнĕ калаçу вăхăтĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ЯХПК тĕп инженерĕ Анатолий Николаевич Куропаткин çапла палăртнă: «Ростсельмаш таркторĕсем халь республика аграрийĕсене нихçанхинчен те кирлĕрех. Çак техника паха, шанчăклă. Чи кирли — хакĕпе виçеллĕ пулни. Эпир хамăрăн хуçалăх валли «Ростсельмаш 2400» трактора 2021 çул вĕçĕнче туянтăмăр. Вăрах шухăшларăмăр, тĕрлĕ вариант пурччĕ — йӳнĕреххи те, хаклăраххи те. Халь çав трактора туянса тĕрĕс тунине куратпăр. Сервис пур — техникăна кирлĕ пек пăхса тăраççĕ, саппас пайсене вăхăтра килсе параççĕ. Çакă кăмăллă: вĕсем пирĕнпе пĕр чĕлхепе калаçаççĕ — ĕçе ырана хăварса пымаççĕ. Çакă аграрисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен пирĕншĕн кашни кун хаклă. Вăхăчĕ халь лăпкă мар, çавăнпа шанчăклăх, çак техникăна туянма май пурри пушшех хаклă». ЯХПК тĕп инженерĕ каланă тăрăх, хуçалăх халь çĕнĕ тепĕр машина туянас шухăшлă: «Куравора «Ростсельмаш 2375» трактора кăтартни питĕ лайăх пулчĕ. Интереслĕ сĕнӳ — ăна тишкерĕпĕр».

«Çĕр улми — 2023» курав площадкине Ростсельмаш асăннă тракторсăр пуçне çавăн пекех тĕш тырă пухса кĕртмелли 5 метр сарлакăш жаткăллă «NOVA 340» комбайн, кăкармалли тата çакмалли техника та илсе килнĕ. Хуçалăхсен ертӳçисемпе, предпринимательсемпе пĕрлех çак техникăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пăхса хакларĕç. Сумлă тата ĕçлĕ çынсемсĕр пуçне Ростсельмаш тракторĕсемпе комбайнĕсене куравăн чи пĕчĕк хăнисем те питĕ килĕштереççĕ — вĕсем ашшĕ-амăшĕ тата курав персоналĕ тимлĕ пăхса тăнă май техникăпа хаваспах паллашаççĕ.

Аса илтерни вырăнлă: «Çĕр улми» курав 2009 çултанпа иртет, вăл çак отраслĕн Раççейри пĕртен-пĕри куравĕ пулса тăрать. Ăна çуллен РФ Ял хуçлăх министерстви тата Çĕр улми союзĕ пулăшнипе йĕркелеççĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас