Куар-кода çур çуллăха параççĕ

21 Нарăс, 2022

ЧР цифра министрĕ Кристина Майнина тата сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Кизилов антителăллă çынсене куар-код парассипе çыхăннă ыйтупа брифинг ирттерчĕç.

ИФА-тест тăвас тесен республикăри 16 лабораторире /вĕсем Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле районĕсенчи больницăсенче вырнаçнă/ юн анализĕ памалла. Районсенче пурăнакансен ку ыйтупа вырăнти тĕп больницăсене каймалла. Унта анализ илеççĕ те лабораторие ярса параççĕ. Харпăр лабораторисене те кайма юрать, анчах малтан унти даннăйсене портала кĕртнине пĕлмелле.

Куар-кода çур çуллăха кăна параççĕ. Ултă уйăх иртсен куар-код илес тесен вакцинаци тумалла. 2-3 уйăх каялла ИФА-тест тутарнисен те результатсене лабораторине кайса пама юрать, ку чухне кура-кодăн тапхăрĕ анализ панă кунран шутланма тытăнать. Ку куар-кода вакцинаци тутарманнисене тата ковидпа чирлеменнисене кăна параççĕ.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ӳкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас