Курăк çунтарни хăрушă

10 Ака, 2023

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен республикăра пушартан сыхланмалли уйрăм режим вăя кĕнĕ. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов пĕлтерчĕ.

«Ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен лару-тăру йĕркеллĕччĕ, çак уйăхра вара ĕç-пуç тăруках çивĕчленчĕ», — терĕ Чăваш Енĕн «тĕп çăлавçи». Çурхи ейӳ тапхăрĕ хыççăн пушар хăрушлăхĕ пысăкланасси, сыхлăха çирĕплетмелли çинчен тĕрлĕ канашлура пайтах калаçнă, анчах çав вăхăт çитрĕ те — кунашкалли пулма пултарассине никам та асра тытман тейĕн. Типĕ курăк тивсе кайнипе, ăна çунтарнипе çыхăннă 27 пушара шута илме те ĕлкĕрнĕ. Çав шутра — вырсарникун пулнă икĕ инкек те. Çĕрпӳ округĕнче, сăмахран, коллективлă садри пилĕк çуртпа хуралтă çунса кайнă.

Сергей Геннадьевич курăк çунтаракансене явап тыттарни çивĕчлĕхе сирме пулăшасса шанать. Çавăнпа ĕнтĕ ГКЧС ĕçченĕсем рейдсем йĕркеленĕ. Муркаш округĕнче, Çĕнĕ Шупашарта курăк çунтарнă тĕслĕхсене тупса палăртнă, протоколсем çырнă — айăплисем явап тытĕç.

Олег Николаев вара кашни пушара тĕплĕ тишкермеллине пусăм тусах палăртрĕ: «Мĕн пур тĕслĕхе тишкермелле, сăлтавĕсене хакламалла. Çакă пире малашне профилактика ĕçне ăнăçлăрах йĕркелеме пулăшĕ». Çав тишкерӳ кăтартăвĕсем тăрăх хăйне справкăсем хатĕрлесе парассине йăлана кĕртме хушрĕ те — тимлĕх çирĕп пуласси паллă. Çакă вырăнли куçкĕрет, унсăрăн инкексенчен шанăклă сыхланасси иккĕленӳллĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас