Лариса Родикран ӑсталӑха вӗренчӗҫ

18 Нарăс, 2021

Чӑваш Енре "Театраллӑ Атӑлҫи" фестиваль программипе килĕшӳллĕн тӗлпулусем иртеҫҫӗ. Вӗсен тӗллевӗ ҫамрӑксене театр ӗҫне явӑҫтарассипе ҫыхӑннӑ. Проект РФ Президенчĕн федерацин Атăлҫи округӗнчи полпречӗн Игорь Комаровӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленет.

Паян Чӑваш патшалăх культурӑпа искусство институтӗнче студентсем Вырӑс драма театрĕн артисткипе Лариса Родикпа тӗл пулчӗҫ. Вӑл ҫамрӑксене Сергей Гиппиусӑн "Гимнастика чувств" кӗнекинчи тренингсемпе паллаштарчӗ. Сцена ҫинчи выляс ӑсталӑха аталантармалли мелсем пирки каласа кӑтартрӗ. Тӗлпулу вӗҫӗнче артистка студентсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ.

www.hypar.ru Любовь Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас