Мартăн 5-мĕшĕнче Шупашкарти МТВ-центрта «Çĕрулми» курав уçăлчĕ

5 Пуш, 2025

Унта 17 регионтан килнĕ 70 ытла предприятин продукцине тăратнă.

Выставкăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов уçрĕ. Вăл çĕрулми пĕлтерĕшлĕ çимĕç пулнине, çĕрулми производствине аталантаракан хуçалăхсене патшалăх пулăшу кӳнине палăртрĕ.

Куравра çĕрулмин тĕрлĕ сорчĕпе, удобренисемпе, ял хуçалăх техникипе, ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли хатĕрсемпе, вăрлăхсемпе паллаштараççĕ. Унта Чăваш Енре пахча çимĕç туса илекен хуçалăхсем те хутшăнаççĕ.

Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта...

www.hypar.ru

Комментари хушас