Машиностроитель кунне паллă турĕç

24 Авăн, 2020

Агрегат завочĕн культура керменĕнче кĕçнерникун республикăри машинăсем тăвакансем хăйсен професси уявне — Машиностроитель кунне — паллă турĕç.

Хăнасене культура керменĕ умĕнче трактор-шоу кĕтсе илчĕ. Раççейри пĕртен-пĕр Трактор музейĕн экспоначĕсемпе паллашма май пулчĕ. Вĕсен хушшинче раритетсем те пур — чиперех ĕçлеççĕ.

Зала вара отраслĕн чи хисеплĕ те маттур ĕçченĕсем пухăннă. Вĕсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев уяв ячĕпе саламларĕ. Вăл Чăваш Енĕн машиностроени отраслĕ 22 пин ытла çынна пĕтĕçтернине палăртрĕ — чăннипех пысăк вăй. Олег Алексеевич республикăра промышленноçăн машинăсем тăвакан отраслĕ çĕнĕрен вăй илсе пыни çинчен кăмăллăн каларĕ. Çакă регион экономикишĕн те, социаллă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Наградăсем пулчĕç. Пухăннисене юрă-кĕвĕ ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Комментари хушас