Мускаври тĕлпулсем усăллă иртнĕ

14 Раштав, 2020

Иртнĕ эрнере Мускавра пулнă та — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕп хулари ĕçлĕ тĕл пулусем çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ.

Финанс, Сывлăх сыхлавĕн, Транспорт министерствисен представителĕсемпе курнăçнă. Çавна май Шупашкарти аэропорт реконструкцийĕн, больницăсен строительствин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă, Олег Николаев вĕсене пуçарассипе çыхăннă ĕçсене васкатма чĕнсе каларĕ. Правительство çумĕнчи анализ центрĕнче нацпроектсене пурнăçлассине тимлĕ сăнаса пыраççĕ — регион ертÿçи иртнĕ эрнере республика бюджетне йышăннине кура çак центрпа пĕрле татса памалли ыйтусене палăртрĕ. Мускав укçа уйăрассипе çыхăннă сакăр теçетке ытла килĕшÿ тумалла — Çĕнĕ çулччен пурнăçламалли ĕç.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков çав килĕшÿсен хакне пĕлтерчĕ — 12 миллиард тенкĕ ытла. Килĕшÿсене вăхăтра туманни республикăшăн укçа çухатăвĕпе çаврăнса тухĕ — ырана хăварма юрамасть. Михаил Геннадьевич çавăн пекех кăçал пурнăçламалли обязательствăсем çинчен те каларĕ — тата 13,2 миллиард тенкĕлĕх. Тăкакламан укçа виçи Транспорт, Строительство министерствисенче пысăк, ĕçе васкатмалла.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас