Наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланаççĕ?

15 Чÿк, 2021

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче республикăра федерацин наци проекчĕсене пурнăçласа капиталлă строительство объекчĕсене тăвассине, вĕсене реконструкцилессине тата тĕпрен юсассине тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен штабĕн ларăвне ирттерчĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — строительство, архитектура тата пурăнмалли вырăнпа коммуналлă хуçалăх министрĕ Павел Данилов республикăра наци проекчĕсене пурнăçласа капиталлă çурт-йĕр тăвас, ăна реконструкцилес, юсас ĕç епле пыни çинчен пĕлтерчĕ.

Республикăн пĕрлехи саккасçин службин директорĕ Александр Андреев наци проекчĕсене пурнăçласа тăвакан объектсене тăвас ĕçре тухса тăракан чăрмавсене тишкерчĕ.

«Росстройконтроль» учреждени представителĕ Алексей Шаньгин строительсем йывăрлăха лекнĕ пирки темиçе объектра ĕç тăсăлса пынине палăртрĕ. Çавăн пекех Пăрачкавпа Канашри объектсен строительстви те графикра пăхнинчен юлса пырать иккен. Олег Николаев кăçал пурнăçламалли мĕн пур ĕçе çулталăк вĕçлениччен туса пĕтерме хушрĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас