Наставник - çамрăкăн тĕревĕ

8 Юпа, 2020

Наставник пирки вĕрентÿçĕ тесен тĕрĕсрех пулĕ. Вăл кирек хăш самантра та, кирек мĕнле лару-тăрура та пулăшма хатĕр. Вăл çутă парса тăракан паллă пекех.

Вĕсем пурри — çамрăксен тĕревĕ. Чăваш Енре наставниксен юхăмне аталантарса пыраси тĕп вырăнта тăрать. Акă паян Правительство çуртĕнче организацисен хушшинче наставниксен ĕçне лайăхлатассине тата чи лайăх практикăна пурнăçа кĕртессине палăртас енĕпе йĕркеленĕ республика конкурсне пĕтĕмлетрĕç.

Чи малтанах конкурса хутшăнакансене сăмах пачĕç. Вĕсем: Улатăрти технологи колледжĕн производство мастерĕ Елена Шишуева, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕн кадр пайĕн эксперт-специалисчĕ Светлана Горбунова, Çĕмĕрлери халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн специалисчĕ Ирина Ежова, тĕп хулари пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 37-мĕш шкулти пуçламăш классене вĕрентенкен Галина Николаева, республикăри клиника онкологи диспансерĕн кадрсен пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Филиппова, Çĕнĕ Шупашкарти ачасене хушма пĕлÿ паракан «Кванториум» технопаркăн педагогĕ Андрей Андрейчук, Çĕнĕ Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 12-мĕш шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Татьяна Якунина, республикăри Перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Ольга Рябухина, Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулăн пуçламăш классене вĕрентекенĕ Галина Краснова, тĕп хулари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн директорĕ Ренада Федорова.

Вĕсене ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи, асăннă конкурсăн эксперт комиссийĕн председателĕ Вячеслав Борисов саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Сăмах май, эксперт комиссийĕн йышĕнче тата çак çаксем пулчĕç: ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн патшалăх граждан службин, кадр политикипе патшалăх наградисен управленийĕн пуçлăхĕ Лариса Прокопьева, ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ Ирина Крылова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профориентаци центрĕн ертÿçи Ольга Васильева, ЧР Суту- илÿ палатин президенчĕ Игорь Кустарин, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн шкул çулне çитменнисен педагогика коррекцийĕпе психологи факультечĕн деканĕ Игорь Кожанов, Шупашкарти электроаппарат завочĕн персонал енĕпе ĕçлекен директорĕ Сергей Кольцов. ЧР патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин, РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей ял хуçалăх тата патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕн управленипе экономика факультечĕн деканĕ Татьяна Шелухина.

Конкурса хутшăнакансем наставник ĕçне аталнатарас тĕлĕшпе хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, эксперт комиссийĕн членĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Жюри конкурса пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртнă тĕле ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та пырса çитрĕ. Олег Алексеевич республикăра наставниксен юхăмĕ аталанса пынине палăртрĕ, çак енĕпе пархатарлă ĕçсем тăвакансене тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.

Хальхи конкурс çĕнтерÿçисем камсем пулчĕç-ха? Ун пирки «Хыпарăн» çитес номерĕнче вуласа пĕлĕр.

Галина Краснова, Патăрьелти 1- мĕш вăтам шкулти пуçлмăш классене вĕрентекенĕ:
- Эпĕ çак шкултан вĕренсе тухнă. Канашри педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн 29 мĕш çул ĕçлетĕп. Шкула вĕрентекен пек таврăнсан мана Галина Плешкова наставница питĕ пулăшнăччĕ. Халĕ хам Альбина Сафияновăна пулăшатăп. Сăмах май, 1-4- классенче ăна хамах вĕоентнĕ. Пирĕн вĕренекенсем тăван шкула таврăнни питĕ савăнтарать.

Алена Елизарова, ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ:
- Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен теççĕ. Пĕрремĕш хут ĕçе пуçăннă чухне пурте пăшăрханни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Шăпах çавăн чухне пире наставниксем пулăшнă.
Наставник - çамрăк специалиста пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшать. Чăваш Енре наставниксен институчĕ çулленех вăй илсе пырать. Паян итленĕ  практика питĕ пысăк опытпа паллашни пулчĕ. Ăна малалла сармалла, аталантармалла. Çамрăк специалистсене хăйсен ĕçне юратма вĕрентмелле. Вĕсем кунтах юлччăр.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас