Олег НИКОЛАЕВ: Кирлĕ вырăнсенче пăнчăсене лартса пĕтермелле

27 Раштав, 2021

Çулталăк вĕçленнине аса илтернĕ май çапла каласа пуçларĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çакă вăл эрнекун йĕркеленĕ «Тӳрĕ линипе» те сăлтавланчĕ.

«Тӳрĕ линие» республикăра пурăнакансем регион ертӳçине 1,3 пин ытла ыйту ярса панă. Халăхпа куçа-куçăн калаçнă май Олег Николаев çынсен Чăваш Енре пулса иртекен ĕçсем тĕлĕшпе информаци çителĕксĕррине курса ĕненнĕ. Çавăнпа та Олег Алексеевич ку енĕпе тимлĕрех пулмалли пирки асăрхаттарчĕ, тивĕçлĕ ведомствăсен влаç пурнăçлакан ĕçсем çинчен халăха тĕплĕн ăнлантарса пама, йышăнусене ăнлантарма сĕнчĕ.

Хайхи «пăнчăсен» шутне вара иртнĕ шăматкунхи асар-писер çанталăк та ӳстерчĕ. Çил-тăман самай пысăк сиен кӳнĕ. ГКЧС ертӳçи Олег Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, электролинисем татăлнине пула 11 муниципалитетра электричество парса тăма пăрахнă тĕслĕхсем пулнă. Сĕнтĕрвăрринче вара нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт тăрри сиенленнĕ. Олег Николаевич «Чăвашэнерго» бригадисем оперативлă ĕçленине кура вырсарникунхи ир тĕлне потребительсене электроэнергипе тивĕçтерессине йĕркелесе çитернине çирĕплетрĕ.

Сĕнтĕрвăрринчи çурт тĕлĕшпе вара район администрацийĕн пуçлăхне Владимир Мустаева сăмах тиврĕ. Владимир Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, тунтикунхи ир тĕлне сиен виçине те палăртман-ха. Подрядчиксемпе калаçнă, «ĕçлеме пуçланă — халь шифер-хăмана пухаççĕ, тăрăн пĕр пайĕ юлнă та — ăна та сӳтмелле». Çуртра ăшă та, ытти те пур — ку енĕпе чăрмав çук. Олег Николаев администраци пуçлăхне пайăррăн асăрхаттарчĕ — вăл ерипен мерăсем йышăннăшăн, оперативлă службăсенчен каярах юлнăшăн… Аварисен сиенне пĕтерессишĕн яваплă тытăмсен ĕçченĕсене вара тав турĕ — вĕсем чăннипех лайăх ĕçленĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас