Олег Николаева шанаççĕ, ĕненеççĕ

23 Çĕртме, 2020

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн членĕсем Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнассине ырланине палăртрĕç.

Ку йышăнăва паян Чăваш Регион уйрăмĕн Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ XXX конференцийĕнче çирĕплетрĕç. Суйлав, сăмах май, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртет. Конференци ĕçне çавăн пекех Партин Генеральнăй Канашĕн Секретарĕ Андрей Турчак, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хутшăнчĕç.

Конференцире партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарьне те суйларĕç. Парти членĕсем пĕр саслăн пулса çак тивĕçе пурнăçласа пыма Алена Аршиновăна шанчĕç.

www.hypar.ru

 

Теги: 

Комментари хушас