Паспорт илекенсене РФ Конституцине парнелĕç

31 Çу, 2021

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕрремĕш хут Раççей паспортне илекенсене Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн экземплярне парĕç.

Çакнашкал улшăнăва Раççей Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин кĕртнĕ. Ку йĕрке 14 çул тултарнă, пĕрремĕш хут паспорт илекен граждансене тата Раççей гражданствине йышăнакансене пырса тивет. Çакă патриотлăх туйăмне ӳстерме пулăшĕ.

www.hypar.ru minobrnauki.gov.ru

Комментари хушас