Патриотизм марафонĕ иртет

28 Пуш, 2022

Хусан тата Сăр хӳтлĕх чиккисен строителĕсене халалланă «Тылри паттăрлăх» патриотизм марафонĕ пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче пуçланĕ. Мероприятисем Чăваш Енре тата Тутарстанра иртĕç. Ун пирки Светлана Каликова ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура каларĕ.

Марафон Етĕрне районĕнче наука-практика конференцийĕпе старт илĕ. Чăваш Енĕн патшалăх архивĕсем курав йĕркелĕç, унта Тутарстанăн Наци музейĕ те хăйĕн экспоначĕсемпе паллаштарĕ. Олег Николаев паян çамрăксем историе пĕлесси, аслă ăрусен паттăрлăхне хакласси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлине пусăм тусах палăртрĕ. Чăваш Енĕн Сăр тата Хусан хӳтлĕх чиккисен строителĕсен паттăрлăхне асра хăварассипе çыхăннă опычĕпе ытти регион та кăсăкланать, унпа вĕсем те усă курма пултарччăр.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас