Патшалăх Канашĕн сессийĕ иртрĕ

15 Юпа, 2020

ЧР Патшалăх Канашĕн паян иртнĕ черетлĕ 44-мĕш сессийĕнче çирĕм ытла ыйту пăхса тухрĕç. Саккунсен проекчĕсене тĕплĕн тишкерсе хак пачĕç.

Сессие уçнă май Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова кун йĕркине тепĕр ыйту кĕртме сĕнчĕ: коронавирус инфекцийĕпе чирлисен шучĕ ӳсес пулсан больницăсем вĕсене йышăнма хатĕр-и? Çак лару-тăрупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, республикăра коронавируспа, гриппа тата пневмонипе чирлĕ пациентсене сиплеме 10 медицина организацийĕнче 1462 койка хатĕрленĕ, çав шутран 186-шĕ пушă. Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнчен Шупашкар хулинчи Иккĕмĕш больницăра 135 вырăн йĕркелеççĕ. Çитес икĕ кунра тепĕр 358 койка уçма пулĕ. Обсерваторта та хушма 154 вырăн тупма пултараççĕ. «Хальхи вăхăтра çак медицина организацийĕсене тепĕр 160 ИВЛ аппарачĕпе, 1 ЭКМО аппарачĕпе тата пациентсен 100 мониторĕпе тивĕçтернĕ. Ӳпкене искусствăлла майпа сывлаттаракан тепĕр 20 аппарат илсе килмелле. Инфекци стационарĕсенче медицина ĕçченĕсем çителĕклĕ. Медицина организацийĕсенче пур эмел препарачĕсем вăтамран 60 куна çитмелле», — пĕлтерчĕ министр. Вăл пурне те асăрханулăха ӳстерме, коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас тĕллевпе палăртнă йĕркене çирĕп пăхăнма чĕнсе каларĕ.

Депутатсем республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăхăн уйрăм полномочийĕсемпе тивĕçтересси пирки калакан саккуна улшăнусем кĕртессишĕн сасăларĕç. Сăмах ялсенче вырнаçнă вĕрентӳ организацийĕсен ертӳçисемпе вĕсен заместителĕсене те ЖКХ тӳлевĕсем енĕпе социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтересси пирки пырать. Хальччен ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн тӳленĕ чухне ялсенчи педагогика ĕçченĕсемпе библиотекарьсене çеç çăмăллăхсем панă. Малашне вара вĕрентӳ учрежденийĕсен ертӳçисемпе заместителĕсем те çак пулăшупа усă курма пултарĕç. «Ку çĕнĕлĕх ялсенчи 645 çынна пырса тивет», — терĕ ЧР вице-премьерĕ — вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева. Парламентарисем ку саккун ялта вĕрентӳ тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн питĕ вырăнлă пулнине палăртрĕç.

Чăваш Республикинче ĕç рынокĕн регион хăйне евĕрлĕхне палăртакан коэффициента 2021 çул валли çирĕплетесси пирки калакан саккун проектне те икĕ вулавпа йышăнчĕç. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, çак проект Раççейре виза илмесĕрех, патент йĕркипе ĕçлекен ют çĕршыв гражданĕсен тупăш налукĕн уйрăмлăхĕсемпе çыхăннă. Республикăн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕ пирки калакан саккун проекчĕ питех калаçтармарĕ: ăна федераци саккунĕпе пĕр килтерес тесе хатĕрленĕ. Ку саккуна «професси тупăшĕ çине хуракан налук» режимпа усă куракан çынсене пулăшмалли çинчен калакан çĕнĕ статья та кĕртнĕ. Депутатсем çавăн пекех Чăваш Республикинче стратеги планĕсем тăвасси, регионăн инвестици ĕç-хĕлне патшалăх пулăшăвĕ кӳресси пирки калакан саккунсен статийсене улшăнусем кĕртме йышăнчĕç.

www.hypar.ru Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас