Пĕлтĕрхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç

18 Кăрлач, 2022

Паян республикăри граждан оборони, синкерсене асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар тата шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен тытăмăн кăçалхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Пухăннисем 2022 çулхи тĕллевсене те палăртрĕç.

Пленарлă лару пуçланиччен Правительство çурчĕ умĕнче ятарлă куравпа - республикăри аварипе çăлав службисем хăйсен ĕçĕнче усă куракан техникăпа - паллашма май килчĕ. Специалистсем вĕсемпе çынсене мĕнле пулăшни пирки каласа кăтартрĕç. Фойере вара тепĕр курав йĕркеленĕ: хÿтлĕх хатĕрĕсем, çăлавçăсен ятарлă тумĕ т.ыт.те.

«Регионти чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас енĕпе ĕçлекен тытăм темиçе направленирен тăрать. Вĕсен пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелле тата кирек мĕнле синкер вăхăтĕнче те граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле», - терĕ ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Вăл республикăри пушарнăйсемпе çăлавçăсене пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтерес тĕлĕшпе аван ĕçлесе пынине палăртрĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăх регионсен шутĕнче терĕ. Олег Николаев «112 тытăм», «Хăрушсăр хула», «РАСЦО» тытăмсене малалла аталантарасси çинче те чарăнса тăчĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Зеленин 2021 çулхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Мероприятире ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене патшалăх наградисем парса чысларĕç. Раççей МЧСĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ЧР Пуçлăхне Олег Николаева «За содружество во имя спасения» медальпе наградăланă.  

www.hypar.ru Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Комментари хушас