Перекетлемелли миллионсене перекетлеместпĕр

21 Нарăс, 2022

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура энергоэффективлăх программине пурнăçлас ыйтупа промышленноç министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Кондратьев калаçрĕ.

Республикăн энергипе тухăçлă усă курассипе çыхăннă кăтартăвĕсем аван — тивĕçлĕ рейтингра регион пĕлтĕр çĕршывра 11-мĕш вырăн йышăннă. Çапах Александр Андреевич çитменлĕхсене те пытармарĕ. Çав шутра — çулсем çинчи, урамсенчи инфратытăм тĕлĕшпе, муниципалитет учрежденийĕсенче киловатсемпе гигакалорисен перекетлĕхĕ тĕлĕшпе мерăсене туллин йышăнманни. Республикăн ку енĕпе ятарласа йышăннă программа пур, анчах унта палăртнă ĕçсене тĕпĕ-йĕрĕпе пурнăçланă теме çук-ха. Нумай учрежденин хăйсен программисене çĕнетмелле — ячĕшĕн кăна палăртнă ĕç нумай.

Муниципалитетсен хăйсен те тивĕçлĕ программăсем йышăнмалла пулнă — ку енĕпе республика Пуçлăхĕ пĕлтĕрхи ака уйăхĕнчех хушу панă, анчах чылай çĕрте лав вырăнтан хускалман. Çавăнпах кăтарту та япăх: энерготухăçлăх енĕпе ĕçлесе пĕлтĕр 100 миллион тенкĕрен кая мар перекет тума май пулнă, чăннипе вара ку виçе пĕтĕмпе те 1,5 миллион тенкĕпе кăна танлашнă. Республикăн Энергоперекетлĕх енĕпе ĕçлекен центр та пур, унăн пулăшăвĕ курăмлă пулмалла, анчах муниципалитетсем центрпа алла-аллăн ĕçлеме ăнтăлни сисĕнмест. Александр Кондратьев тивĕçлĕ программăна пурнăçлани 2024 çул тĕлне 300-500 миллион тенкĕ таран перекет кӳресси çинчен каларĕ — çанă тавăрса ĕçлени пысăк усă кӳмелле.

Анчах паянхи пек ĕçлеме юрамасть. «Капла ĕçлесен — нимĕн те туманни лайăхрах», — тиркевлĕ хакларĕ лару-тăрăва Олег Николаев. Нумай çĕрте ку енĕпе ячĕшĕн кăна ĕçлени куçкĕрет. Ырă опытпа усă курмалла. Сăмахран, Шупашкарăн урамсенчи светильниксене лизинг мелĕпе улăштарнипе çыхăннă опычĕ пур. Халĕ Çĕнĕ Шупашкар çакнашкал программăна пурнăçлама пикенет. Олег Алексеевич районсенчен пĕринчи тĕслĕхе те илсе кăтартрĕ. Унти кивĕ котельнăй çулталăкра 10 миллион тенкĕ тăкак кӳрет-мĕн. Ăна çĕнетсе йĕркене кĕртме вара шăпах 10 миллион тенкĕ кирлĕ — энергоперекетлĕхпе çыхăннă ĕçсем çулталăкрах хăйсен хакне кăларĕç. Çакнашкал тĕслĕхсенче тăкаксене тĕплĕ сăлтавласан республика укçа уйăрса пулăшма та пултарĕ — муниципалитетсен ертӳçисем лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе çине тăрса ĕçлени кăна кирлĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас