Пулăшăва хăвăртрах çитермелле

4 Утă, 2022

Пĕр эрне каялла республика çийĕн хăрушă çил-тăвăл иртнĕ май виçĕ районти çурт-йĕре сиенленĕччĕ, çав шутра çичĕ шкул тăррине те аркатнăччĕ. Вĕсене юсассипе çыхăннă ыйтусене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан тунтикунхи канашлура сӳтсе яврĕç.

Канаш районĕнче Шелттемри шкул котельнăйĕн тăрри сиенленнĕ. Йĕпреç районĕнче çил Пучинкери шкул тăррине лăсканă. Чăн та, райадминистраци палăртнă тăрăх, шиферăн 160 листне улăштарни те çителĕклĕ. Шкул — çитес çул тĕпрен юсамаллисен списокĕнче, тĕплĕ ĕçене шăпах ун чухне пурнăçлама май пулĕ.
Комсомольскисен вара ĕç калăпăшĕ чăннипех пысăк — унта пилĕк шкул шар курнă. Асанкассинче шкулăн 2 пине яхăн тăваткал метрлă тăрри арканнине кура сиен виçи 5,5 миллиона яхăн тенкĕлĕх. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Краснов юсав ĕçĕсен смета докуменчĕсене хатĕрленине, Строймина панине çирĕплетрĕ. Ĕçсене пурнăçлама явăçтармалли подрядчиксене те палăртнă.
Çанталăк çав кун уйрăм çынсене те пысăк сиен кӳнĕ — Олег Николаев вĕсене пулăшас енĕпе йышăнакан мерăсемпе кăсăкланчĕ. ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов палăртнă тăрăх, вырăнсенчи хăй тытăмлăх органĕсем сиен тӳснисен списокĕсене хатĕрлеççĕ, вĕсене комитета панă хыççăн утă уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне кашнинех 10-шар пин тенкĕ тӳлессине татса парĕç. Олег Николаева ку тивçтермерĕ. Хайхи список темĕнле пысăк пулмĕ — пилĕк теçетке çын патнелле. Апла тăк ăна хатĕрлесси те кăткăс мар — нумай вăхăта илмĕ, ĕçе васкатмалла — çынсем пулăшăва хăвăртрах илме пултарччăр.
www.hypar.ru
Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас