Пурнăçшăн кĕрешме пăрахмаççĕ

3 Утă, 2023

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче усал шыçăпа чирленисем тата вĕсен тăванĕсем валли «Пурнăçшăн» республика форумĕ пĕрремĕш хут иртнĕ.

«Çак форум пĕрле пухăнма, опытпа тата пĕлÿпе пайланма, кашнине хăйĕн пурнăç историйĕпе паллаштарма май парать. Çакăнта онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли тĕрлĕ меле сÿтсе яватпăр. Сессисене хастар хутшăнма, пĕр-пĕрне тĕрев пама чĕнсе калатăп», — палăртнă Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп онкологĕ Сергей Алексеев. «Пурнăçшăн» центр пуçаруçин Ольга Зайцевăн тăванĕ Елена Калинина усал шыçăпа чирленисене ыррине шанма, тĕрлĕ мелпе сипленме сĕннĕ. Форум вăхăтĕнче сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă. Унти ĕçсенче онкологипе кĕрешнине пăхмасăр хĕрарăмсем пурнăçа юратнине, савăнма пĕлнине, хăйсен вăй-хăватне ыттисене парнеленине кăтартнă.

www.hypar.ru

фото cap.ru

Рубрика: 

Комментари хушас