QR-код — укçа куçарма

30 Çу, 2022

Пуш уйăхĕнче старт илнĕ «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон пухмачĕ епле пухăнса пырать? Ун çинчен тунтикунхи канашлура Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Юрий Кислов хыпарларĕ.

Икĕ уйăхра 4 миллион тенкĕ ытла пуçтарнă. Марафонра Элĕк, Улатăр, Вăрнар, Комсомольски, Куславкка, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастарлăх кăтартнă. «Тăрăшсан тепĕр икĕ уйăхра çак хисеп икĕ хут ӳсме пултарĕ. Рекорд та тума пултарăпăр. Ытти çулсенче пухнă укçа 8 миллионран иртсе курманччĕ. Чи лайăх кăтарту 2018 çулта пулнă, ун чухне пухмач 7,7 миллион тенкĕпе пуянланнă», — терĕ Юрий Михайлович. Кăçал марафона çĕнĕлĕх те кĕртнĕ. Çынсем ятарлă QR-кодпа усă курса укçа куçарма пултараççĕ. Çак çĕнĕлĕхĕн ырă енĕ вăл — куçарнă укçа уйрăм мероприяти ирттерме е пĕр-пĕр проекта пурнăçа кĕртме каять. Сăмах май, çĕнĕ мелпе 53 пин тенкĕ ытла куçарнă. Олег Алексеевич кашни муниципалитета çакнашкал QR-кодсем шухăшласа тупма сĕнчĕ.

«Спорт ĕçлеме хавхалантарать, çитĕнӳ тума пулăшать. Спорт — сывлăха çирпĕлетмелли тата киревсĕр йăласенчен пăрмалли чи лайăх мел», — çапла каларĕ Олег Николаев спорт пирки сăмах пуçарсан. ЧР спорт министрĕ Василий Петров шухăшĕпе, ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине йĕркелени, спорт резервне хатĕрлемешкĕн укçа-тенкĕ ытларах уйăрни отрасле аталанма майсем туса панă. РФ пĕрлештернĕ командисен йышне Чăваш Енри 188 спортсмена /пĕлтĕрхинчен 47 çын ытларах/ илнĕ. Кăçал чăваш атлечĕсем Пĕтĕм тĕнчери тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче 125 медаль çĕнсе илнĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас