Раççей МЧСĕн Пуçлăхĕ Чăваш Енри подразделенисене çĕнĕ техникăпа тивĕçтерчĕ
Александр Куренков паян Шупашкарта республикăн васкавлă службисем çулталăк вăхăчĕпе çыхăннă хăрушлăхсемпе кĕрешме хатĕррине тĕрĕслерĕ, çĕнĕ спецтехникăн уççисене тата сертификатсем пачĕ.
Подразделенисем хăвăрт çÿрекен катерлă, «УАЗ» тулли приводлă пикаплă тата АЛ-30 пушар автопусмиллĕ пулчĕç. 30 метр таран çитекен автопусма нумай хутлă çуртсенчен çынсене эвакуацилеме тата пушар сÿнтермелли хатĕрсем илсе хăпартма май парать. Машинăна Шупашкарти 2-мĕш пушарпа çăлав чаçне пачĕç. 6 метр вăрăмăш кимĕпе ГИМС центрĕн Çĕнĕ Шупашкарти инспектор участокĕнче дежурство вăхăтĕнче усă курĕç. Катер хăвăртлăхĕ сехетре 75 километра çитме пултарать. Унпа специалистсем Атăл акваторине сăнаса тăрĕç. ГИМС центрĕн Сĕнтĕрвăрринчи участокне пикап пачĕç. Унпа инспекторсем тĕрĕслев мероприятийĕсене тухса çÿрĕç.
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсм










Комментари хушас