Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов: «Чылай суйлав участокӗнче пултӑм паян»

13 Авăн, 2020

Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов паян Чӑваш Енре иртекен суйлав пирки хайӗн шухӑшне пӗлтерчӗ:

- Паян Чӑваш Республикинче ҫӗршыври чылай регионти пекех регион ертӳҫине тата депутатсене суйлаҫҫӗ. Суйлав кӑтартӑвӗсенчен пирӗн малашлӑх мӗнле пуласси нумай килет. Чылай суйлав участокӗнче пултӑм паян, пур ҫӗрте те лӑпкӑ, ҫынсем суйлава пыраҫҫӗ, сасӑлаҫҫӗ. Кандидатсен хушшинче яваплӑ должноҫсене йышӑнма пултаракан тивӗҫлӗ ҫынсем пур. Вӗсем ҫӑмӑл мар ӗҫӗ кӳлӗнме хатӗр пулни савӑнтарать. Суйлав умӗнхи тапхӑрта та кандидатсем хӑйсене тивӗҫлӗ тытрӗҫ. Халӑх тӗрӗс йышӑну тӑвасса шанса тӑратӑп.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăнÿкерчĕкĕ. 

Комментари хушас