Республика кунне ӑҫта ирттересси паллӑ

9 Нарăс, 2022

Шупашкар тата Куславкка районĕ Республика кунне хатĕрленме тытăнмашкăн пултараççĕ. Праçникĕн тĕп мероприятийĕсем кăçал тĕп хулара тата асăннă районта иртĕç - Министрсен Кабинечĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларура уяв мероприятийĕсен планне çирĕплетрĕ.

Документпа ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Брисов паллаштарчĕ. Чăваш Енĕн патшалăх шайĕнчи тĕп праçникĕнче ку хутĕнче çĕршывсен хушшинчи çыхăнусене аталантарссине тĕпе хурĕç, мухтавлă ентешсем çине пусăм тăвĕç. Пĕтĕм Раççей шайĕнче тата çĕршывсен хушшинчи шайра виçĕ теçетке ытла мероприяти йĕркелеме палăртнă. Çав шутра — Шупашкарти йăлана кĕнĕ экономика форумĕ, «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав, регионти чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕсен презентацийĕ, «Симĕс Чăваш Ен» экологи фестивалĕ, çамрăксен «МолГород» форумĕ, фейерверксен «Асамат» фестивалĕ. Çавăн пекех уяв тĕлне социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, общество инфратытăмĕн объекчĕсене уçма тĕв тунă.

Çапах план уçăмлă пулин те Олег Николаев хăш-пĕр саманта тепĕр хут тĕплĕ тишкерме сĕнчĕ. Ун шучĕпе, уйрăм ыйтусемпе проект офисĕсем йĕркелемелле. Плана кĕртнĕ форумсене проектсен никĕсĕ çинче йĕркелени уйрăмах вырăнлă пулмалла.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас