Рейтинг УКсен яваплăхне çирĕплетĕ

7 Раштав, 2021

Потребительсен пурăнмалли çурт-йĕр сферинчи тата апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă прависене тивĕçтересси — çак ыйтусене ытларикун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи потребительсен прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Виктор Кочетков палăртнă тăрăх, кăçал çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕсемпе управляющи компанисенче 354 тĕрĕслев ирттернĕ. Инспекторсем УКсемпе ТСЖсем потребительсен прависене пăснин 176 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă, граждансенчен ытлашши илнĕ 1,5 миллион тенке тавăрса панă. Йĕркене пăснин тĕрлĕ тĕслĕхне тупса палăртнă — хваттер тӳлевне ӳстерсе янинчен тытăнса капиталлă юсавшăн пухакан укçпа тĕллевсĕр усă курни таран. Калăпăр, «Платина» УКн çынсене 1,5 миллион тенкĕ тавăрса пама тивнĕ. «Веста» ТСЖн — 902 пин тенкĕ. Çак юлташлăх капиталлă юсав тӳлевне пĕрлехи квитанцирен кăларма «маннă» иккен. «Надежда» ТСЖ вара капиталлă юсав валли пухнă укçапа çурт патĕнчи картана улăштарма, палисадник тума усă курнă — апла тума юраман.

Нумай хваттерлĕ çуртсене мĕнле тытса тăнипе кăсăкланса инспекторсем 1,3 пин тĕрĕслев йĕркеленĕ — йĕркене пăснин 1023 тĕслĕхне çирĕплетнĕ. Тăрăсенчен шыв анни, канализаци япăх ĕçлени, çуртсенче тĕрлĕ-хурт кăпшанкă ĕрчесе кайни, хваттерсенчи температура кирлĕ шайра пулманни — список чăннипех вăрăм. Çавна май Канашри «Таса хула», Шупашкарти «Ниди», «Вертикаль», «Озон», «1-мĕш УК», Çĕнĕ Шупашкарти «ЧЭСК», «ЖКХри УК» управляющи компанисемпе юлташлăхсене, ыттисене явап тыттарма тивнĕ. Должноçри çынсем тĕлĕшпе административлă 113 ĕç пуçарнă, вĕсене пĕтĕмпе 5,6 миллиона яхăн тенкĕлĕх штрафланă.

ЖКХ сферинчи йĕркесĕрлĕхе Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ те курмăш тумасть. Унăн ертӳçи Надежда Луговская хайхи «Платина» УКна çуртра пурăнакансен пухăвне ирттермесĕрех çурт-йĕре тытса тăмалли тарифа пысăклатнăшăн явап тытарнине палăртрĕ, Çĕмĕрлере вара пĕр УК хăй пăхса тăман çуртри çынсенчен укçа пухма тăнă, квитанцисем валеçнĕ — вăл та яваплăхран пăрăнайман.

Саккуна уяман тĕслĕх нумаййине кура республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, канаш ларăвне ертсе пынăскер, управляющи компанисен яваплăхне пысăклатмалли инструментпа усă курма сĕнчĕ — вĕсен рейтингне палăртассине ĕçе кĕртмелле. Çакна Цифра аталанăвĕн министерствипе пĕрле пурнăçласан хайхи рейтинга палăртмашкăн граждансене анлăн явăçтарма пулать. Управляющи компанисен ĕçĕ тĕлĕшпе кăмăлсăрлăх пысăк — вĕсем яваплăха туйманнипе тепĕр чух пысăк инкексем те пулаççĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ хулинче çуртсенче çине-çинех газ сирпĕнни те, тĕрĕссипе, УКсем газовиксемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеменнин кăтартăвĕ вĕт. Республикăра вара нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисем çуннă тĕслĕхсем пулчĕç. Каллех — управляющи компанисем çуртсенчи электросетьсемпе çыхăнмалли йĕркене çирĕп сăнаса тăманнин кăтартăвĕ. Рейтинг вара вăл е ку управляющи компание шанма юрать-и е çук-и текен ыйтăва уçăмлă хуравлама пулăшĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас