Шкул тумĕ парнеленĕ

2 Авăн, 2020

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Патăрьел районĕнчи вун-вун ача парта хушшине ларнă. Кăçал вăл районти нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесемшĕн те савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ. Районта пурăнакансем пулăшнипе вĕсем те ачисене шкула илемлĕ тумпа, çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕпе ăсатнă.

«Ачалăх ячĕпе ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонне хутшăнса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи предприяти-организацире, учрежденире вăй хуракансем, уйрăм çынсем 152 пин тенкĕ пуçтарнă. Çулсерен укçапа йывăр шăпаллă çемьесенчи ачасене шкул тумĕ те илсе парасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та ăна 25 вĕренекене /70 пинлĕх/ парнеленĕ.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас