Шупашкарта тĕрлĕ чĕлхе янăрать

24 Çĕртме, 2022

Паян Шупашкар уяв лапамне çаврăнчĕ. Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фольклориадине 1100 çын хутшăнать.

Фестиваль пĕрремĕш хут иртет. Çĕршывра халиччен кунашкалли пулман. Фольклориадăна Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Унта 76 регионран çитнĕ пултарулăх коллективĕсем хутшăнаççĕ. Çак кунсенче Шупашкарта якут, алтай, ирçе, çармăс, пушкăрт тата ытти чĕлхене те илтме пулать.

Фестиваль программи анлă. Ĕнер артистсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Республика тÿремĕнчен пуçласа уявăн тĕп сцени патне савăнăçлă лару-тăрура утрĕç. Фольклориадăна хутшăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн культура министрĕн заместителĕ Ольга Ярилова, Раççейри В.Д.Поленов ячĕллĕ халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ Тамара Пуртова саламларĕç. Фестивале çитнисем валли ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсенче чăваш халăх йăли-йĕркипе паллаштараççĕ, пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисем çавра сĕтел тавра пуçтарăнĕç.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментари хушас