Шупашкарта — журналистсемпе экономикăпа финанс экперчĕсем

1 Çĕртме, 2021

Шупашкарта финанс журналистикин «Тенкĕ тăрăхĕ» регион конкурсĕн çĕнтерӳçисем пухăннă. Чăваш Ене тĕрлĕ регионти, çĕршыври журналистсем, экономикăпа финанс эксперчĕсем килнĕ.

Ĕнер вĕсем «çавра сĕтеле» хутшăннă. Паян – вĕренӳ кунĕ. Экспертсемпе журналистсем тĕрлĕ ыйту тавра калаçаççĕ. Мероприятие хутшăнакансене РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина, Раççейри Журналистсен союзĕн председателĕ Владимир Соловьев ăнăçу сунчĕç. Анатолий Аксаковпа Кристина Майнина хăнасене чăваш çĕрĕ çинче курма хавас пулнине палăртрĕç. Анатолий Геннадьевич Чăваш Енри предприятисен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă май вĕсен продукцине чикĕ леш енне ăсатнине пĕлтерчĕ. Ыран хăнасен хăш-пĕр предприятие çитсе килме тӳр килĕ.

Палăртмалла: финанс журналистикин «Тенкĕ тăрăхĕ» регион конкурсне 2014 çултанпа йĕркелеççĕ. Унччен вăл Мускав, Сочи, Хусан, Калининград, Чулхула, Воронеж, Екатеринбург, Красноярск хулисенче иртнĕ. Кăçал финала Чăваш Ен журналисчĕсем те лекнĕ.

www.hypar.ru Ирина Кошкина сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас