Спорт çемйисем ăмăртнă

1 Авăн, 2020

Иртнĕ эрнере Шупашкарти «Спартак» стадионта çемьесем валли спорт мероприятийĕ иртнĕ.

Ăмăртăва регионти спорт аэробикин федерацийĕ йĕркеленĕ. Спорт уявĕ кăçал Раççей Президенчĕн грант пулăшăвне çĕнсе илнĕ «Аэробика — ансат! 4-ран 90-ччен!» проектпа килĕшӳллĕн иртнĕ.

Чăваш Енĕн спорт аэробикин пĕрлештернĕ команди хăйĕн ăсталăхне кăтартнă. Спорт аэробикипе тĕнчен 4 хутчен тата Европăн 5 хутчен чемпионĕ, тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Алексей Германов вара спорт çемйисемпе зарядка ирттернĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас