Стройкăсене васкатмалла

7 Ака, 2022

Раççей Правительстви инфратытăм аталанăвĕ валли уйăракан укçана ытларах илсе унпа тухăçлă усă курмалла. Çакăн пек тĕллев лартрĕ строительство отраслĕ умне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Çакăн çинчен кĕçнерникун санкцисен витĕмĕн условийĕсенче отрасль çирĕплĕхне тивĕçтерес ыйтупа ирттернĕ канашлура калаçу пулчĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, строительство отраслĕ пĕтĕм экономикăшăн аталану драйверĕ пулса тăрать. Президент палăртнă тĕллевсемпе килĕшӳллĕн Чăваш Енĕн 2030 çул тĕлне пурăнмалли 8 миллион ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Строительствăн паянхи хăвăртлăхĕ çак тĕллеве пурнăçлассине тивĕçтересси иккĕленӳллĕ — ĕçсене васкатмалла.

Санкцисемпе çыхăннă лару-тăрура Раççей Правительстви отрасле пулăшмалли майсене палăртать. Çав шутра — хайхи инфратытăм проекчĕсем валли уйăракан укçа та. «Пысăк укçа, анчах вăл та регионсен мĕн пур заявкине тивĕçтерме çитмĕ. Çак условисенче кам лайăхрах ĕçлет — вĕсем ытларах укçа илме пултарĕç», — терĕ Олег Алексеевич çаврăнăçуллăрах пулмалли çинчен асăрхаттарса.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас