Суйлав йӗркеллӗ иртет

13 Авăн, 2020

Раҫҫейри адвокатсен гильдийӗн вице-президенчӗ Владимир Самарин Чӑваш Енре иртекен суйлава пысӑк хак пачӗ.

"Ку таранчченхи опыта шута илсе калатӑп: сирӗн патра суйлав питӗ лайӑх иртет, - терӗ хӑна. - Пӗчӗк ҫитменлӗхсем пур паллах. Сӑмахран, суйлав комиссийӗсен членӗсен право пӗлӗвӗ пӗчӗкки. Вӗсем ҫӳлерех тӑракан пуҫлӑхсем каланине итлеҫҫӗ. Лешсем вара темӗн те хушма пултараҫҫӗ. Тата эпӗ влаҫ, политика партийӗсен хушшинче темӗнле килӗшӳ пуррине асӑрхарӑм. Тӗрӗс, калаҫса татӑлмалла. Кирек хӑҫан та вӑрҫӑнма пулать. Суйлавӑн тӗллевӗ - халӑх пурнӑҫне лайӑх енне улӑштарасси. Кӑмӑла кайнӑ тепӗр  самант - пӗр ҫуртра информаци центрӗ тата общество сӑнавӗн центрӗ вырнаҫни. Кунашкал тӗслӗхе пӗрремӗш хут Дагестанра курнӑччӗ. Унта информаци кӑна пухатчӗҫ. Сирӗн патра вара информаци пухни ҫеҫ мар, ӑҫта йӗркеллӗ мар тӳрех вырӑна тухса каяҫҫӗ, тӗрӗслеҫҫӗ, мерӑсем йышӑнаҫҫӗ".

Мускав хӑни ҫавӑн пекех республикӑра суйлав вӑхӑтӗнче нумай  ҫӗнӗлӗх пулнине, вӗсемпе ытти регионсенче те усӑ курма пултарассине палӑртрӗ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас