"Театрлă Атăлçи" фестиваль уçăлчĕ

15 Авăн, 2020

Чăваш Енре «Театрлă Атăлçи» фестиваль старт илет. Ăна паян савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Фестиваль - Атăлçи округĕнчи çĕнĕ проект. Унăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене театр ĕçне явăçтарасси, театр искусствине аталантарасси. Фестиваль кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркеленет. Пĕлтĕр Чăваш Енри студент тата шкул театрĕсем темиçе номинацире çĕнтернĕччĕ, постановкăсем лартма грантсем çĕнсе илнĕччĕ. Хальхинче те ăнăçу пирĕн енче пуласса шанчĕ ЧР культура министрĕ Роза Лизакова. "Кăçал та чи лайăх произведенисене кăтартăпăр", - палăртрĕ вăл.

Экспертсен йышĕнче - республикăри тĕрлĕ театр ертýçисем, артисчĕсем. Вĕсем çамрăк талантсене хак парĕç, çĕнтерýçĕсене палăртĕç.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.Автор сăн ýкерчĕкĕ.

ПĔЛМЕ

Пĕлтĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн "Абрикосовый сад" студентсен театрĕ чи лайăххи тесе палăртнă. Вячеслав Краснов "Чи лайăх арçын ролè" номинацире çĕнтернĕ. Дмитрий Миронов "Чи лайăх режиссер" ята тивĕçнĕ.

Шупашкарти 4-мĕш лицейри шкул театрĕ Атăлçи округĕнче 3-мĕш вырăна тухнă. Вера Коробова чи лайăх хĕрарăм рольне калăпланă.

Рубрика: 

Комментари хушас